Иегова Свидетелӗсем Америка секти-и?
Пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӗп управлени Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вырнаҫнӑ. Апла пулин те акӑ мӗншӗн пирӗн пирки Америка секти теме ҫук:
Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, секта вӑл — тӗп тӗнрен уйрӑлса тухнӑ тӗн ушкӑнӗ. Иегова Свидетелӗсем нимӗнле тӗн ушкӑнӗнчен те уйрӑлса тухман. Эпир Христос пӗрремӗш ӗмӗрте пуҫарса янӑ тӗне тытса тӑратпӑр.
Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне 230 ытла ҫӗршывпа территорире туса тӑраҫҫӗ. Кирек ӑҫта пурӑнсан та, эпир АПШ правительствине е ҫын йӗркеленӗ урӑх правительствӑна мар, Иегова Турӑпа Иисус Христоса чунтан парӑнса пурӑнатпӑр (Иоанн 15:19; 17:15, 16).
Эпир мӗне вӗрентни пурте Библи ҫинче никӗсленсе тӑрать, АПШри пӗр-пӗр тӗн ертӳҫи ӗҫӗсем ҫинче мар (1 Фессалоника 2:13).
Эпир пӗр-пӗр ҫын хыҫҫӑн мар, Иисус Христос хыҫҫӑн пыратпӑр (Матфей 23:8—10).