Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн Мӑнкуна уявламаҫҫӗ?
Анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш шухӑшсем
Миф: Иегова Свидетелӗсем Мӑнкуна уявламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем мар.
Факт: Эпир Иисус Христос пирӗн Ҫӑлакан пулнине ӗненетпӗр тата унӑн «йӗрӗпе
» тӗп-тӗрӗс пыма тӑрӑшатпӑр (1 Петр 2:21; Лука 2:11).
Миф: Эсир Иисус чӗрӗлсе тӑнине ӗненместӗр.
Факт: Эпир Христос чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр. Эпир ҫакӑ христиансен ӗненӗвӗн никӗсӗ тесе шутлатпӑр, хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне те ҫакӑн ҫине тимлеттерме тӑрӑшатпӑр (1 Коринф 15:3, 4, 12—15).
Миф: Эсир ачасене Мӑнкуна уявлама паманнипе вӗсене савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑваратӑр.
Факт: Эпир хамӑрӑн ачасене юрататпӑр, вӗсене вӗрентсе ӳстерес тесе тата телейлӗ пулма пулӑшас тесе хамӑрӑн вӑя хӗрхенместпӗр (Тит 2:4).
Иегова Свидетелӗсем Мӑнкуна мӗншӗн уявламаҫҫӗ?
Христиансем уявлакан Мӑнкун Библи ҫинче никӗсленмен.
Иисус хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ куна мар, вилнӗ куна паллӑ тума хушнӑ. Ҫавӑнпа кашни ҫулах эпир вӑл вилнӗ кун (уйӑх календарӗ тӑрӑх) Каҫхи апат уявне паллӑ тӑватпӑр (Лука 22:19, 20).
Эпир шутланӑ тӑрӑх, Мӑнкун йӑли-йӗрки ӗлӗк-авал тухӑҫлӑх туррине пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркерен пуҫланса кайнӑ, ҫакӑ ҫак уява Турӑ умӗнче юрӑхсӑр тӑвать. Турӑ — «
кӗвӗҫекен Турӑ
», урӑхла каласан, вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма ыйтать; эпир вӑл сивлекен ӗҫсене туни ӑна кӳрентерет (Тухни 20:5; 3 Патшасен 18:21).
Эпир Мӑнкуна уявламанни Библипе килӗшсе тӑрать тесе шутлатпӑр, Библи пире ҫынсем шутласа кӑларнӑ йӑла-йӗркене ним шухӑшламасӑр тытса тӑма мар, «чипер ӑстӑнлӑ» пулма хавхалантарать (Ытарӑшсем 3:21; Матфей 15:3). Эпир Мӑнкун пирки мӗн шухӑшланине ыйтсан, эпир хаваспах хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа паратпӑр. Ҫав хушӑрах эпир мӗн тумаллине йышӑнма кашниннех право пуррипе килӗшетпӗр (1 Петр 3:15).