Иегова Свидетелӗсен чӑнах та хӑйсен Библийӗ пур-и?
Библи вӗреннӗ чухне Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗрен куҫарусемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та вӗсене «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» (тӑван чӗлхепе пур пулсан) уйрӑмах килӗшет, мӗншӗн тесен ӑна тӗп-тӗрӗс, ӑнланмалла куҫарнӑ тата унта Турӑ ячӗ пур.
Турӑ ячӗ пур. Библи пичетлесе кӑларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем унӑн Авторне тав тумаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Библин пӗр куҫарӑвӗнче ӑна туса кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ 70-е яхӑн ҫыннӑн ятне ҫырнӑ. Анчах та ҫав Библире унӑн Авторӗн ятне — Иегова Туррӑн ятне — пачах та асӑнман!
«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» вара Турӑ ячӗ пин-пин хут тӗл пулать — пирвайхи алҫырӑвӗнче тӗл пулакан кашни вырӑнтах. Ҫавӑн пекех ҫав куҫарура ӑна куҫаракансен ятне кӑтартман.
Тӗп-тӗрӗс куҫарнӑ. Библин пирвайхи алҫырӑвӗнчи шухӑша тӗрӗс куҫарнӑ куҫарусем нумай мар. Сӑмахран, пӗр куҫарура Матфей 7:13-мӗшне ҫапла куҫарнӑ: «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пысӑк хапхапа аслӑ ҫул тамӑка илсе каяҫҫӗ». Анчах пирвайхи алҫырӑвӗнче ҫак сӑвӑ йӗркинче «тамӑк» сӑмах мар, «пӗтме» сӑмах тӑрать. Тен, куҫаракансем япӑх ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр вут-ҫулӑмпа асаплантараҫҫӗ тесе вӗрентнине ӗненнӗрен «тамӑк» сӑмахпа усӑ курнӑ. Анчах та ҫак вӗрентӳ Библи ҫинче никӗсленмен. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫак сӑвӑ йӗркине тӗрӗс куҫарнӑ: «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен сарлака та анлӑ ҫул пӗтме илсе каять».
Ӑнланмалла куҫарнӑ. Лайӑх куҫарӑвӑн тӗп-тӗрӗс ҫеҫ пулмалла мар, унӑн уҫӑмлӑ та ӑнланма ҫӑмӑл пулмалла. Тӗслӗх пӑхса тухар. 1 Петр 1:13-мӗшӗнче Петр апостол «ӑсӑр пилӗкне ҫыхса» сӑмахсемпе усӑ курать. Анчах паянхи ҫынсем ҫав сӑмахсене ӑнланмасан та пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ӑна ӑнланмалларах куҫарнӑ: «Ӗҫе тытӑнма ӑс-тӑна ҫивӗчлетӗр».
«Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» тӗп-тӗрӗс, ӑнланмалла куҫарнӑ тата унта Турӑ ячӗ ҫеҫ мар, тепӗр уйрӑмлӑх та пур: ӑна тӳлевсӗр илме пулать. Ҫавӑнпа миллион-миллион ҫын Библие хӑйӗн тӑван чӗлхипе вулама пултарать, ҫав шутра Библи туянма пултарайманнисем те.