Вӗсем вулакансене шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ
Паян Иегова Свидетелӗсен нумай публикацине ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Анчах та яланах ҫавӑн пек пулман. 1879 ҫулта тухнӑ «Сион хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмӗнче ӳкерчӗксем пулман. Вун-вун ҫул хушши пирӗн публикацисенче текстсем кӑна пулнӑ, сайра-хутра кӑна вӗсенче ӳкерчӗксем е хура-шурӑ сӑнӳкерчӗксем тухкаланӑ.
Халӗ пирӗн публикацисенчен чылайӑшӗнче ӳкерчӗксем нумай. Ҫак сайтри тата пичетлесе кӑларнӑ пирӗн публикацисенчи нумай ӳкерчӗкпе сӑнӳкерчӗке пирӗн художниксем тата фотографсем тунӑ. Пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен тата Библи чӑнлӑхӗсем ҫинчен вӗренме пулӑшакан ӳкерчӗксем тума питӗ тӗплӗн тӗпчени кирлӗ.
Тӗслӗхшӗн ҫак статьяри ӳкерчӗке илер. Пӗрремӗш хут ӑна «Основательно свидетельствуем о Царстве Бога» кӗнекере, 19-мӗш сыпӑкра пичетлесе кӑларнӑ. Ӗҫсем авалхи Коринф хулинче пулса иртеҫҫӗ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекен 18-мӗш сыпӑкӗнче каланӑ тӑрӑх, Павел апостол бема ятлӑ вырӑнта, е суд тумалли ҫӗрте, тӑнӑ. Тӗпчевҫӗсем археологсем чавса-шыраса тупнӑ даннӑйсене пӗлтернӗ, ҫав информаци Павел, тен, Галлион умне тӑнӑ вырӑнти мрамортан тунӑ ҫурт-йӗр мӗн тӗслине тата мӗнлерех вырнаҫнине пӗлме пулӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пекех пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Рим халӑхӗ мӗнле тумтир тӑхӑнни ҫинчен информаци пӗлтернӗ, ҫавӑнпа ӳкерчӗк варринче Галлион проконсула императорсем тӑхӑнса ҫӳрекен тумпа ӳкернӗ. Ун ҫинче аялтан тӑхӑнмалли вӑрӑм тумтир тата йӗпкӗн хӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑмлӑ тога, ури ҫинче калцеи ятлӑ урана тӑхӑнмалли. Тӗпчевҫӗсем Галлион бема ятлӑ вырӑнта тӑнӑ чухне ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле пӑхса тӑма пултарнине палӑртнӑ. Ҫакӑ ҫутӑ хӑш енчен ӳкнине куҫ умне тӑратма пулӑшнӑ.
Йӗрке тата пӗлсе усӑ курни
Тӗпчесе пӗлнӗ информацие упраса хӑварас тата унпа тепӗр хут усӑ курас тесе ӳкерчӗксене каталога кӗртеҫҫӗ. Нумай ҫул хушши эпир ӳкерчӗксене пысӑк конвертсене хурса пухса пынӑ, ҫакна вӗсене пичетлесе кӑларнӑ публикацие шута илсе тунӑ. Сӑнӳкерчӗксене темӑсем тӑрӑх хурса пынӑ. Архив ӳссе пынӑ май ӳкерчӗксене тупма е вӗсемпе тепӗр хут усӑ курма йывӑртарах пулнӑ.
1991 ҫулта даннӑйсен базине туса пӗтернӗ, унта шырамалли система та пур (Image Services System), ӑна хамӑра мӗн кирлине шута илсе ятарласа шутласа кӑларнӑ. Халӗ унта 440 000 ӳкерчӗк ҫинчен информаци тупма пулать. Пирӗн публикацисенче унччен тухнӑ ӳкерчӗксемсӗр пуҫне, каталогра малашне кирлӗ пулма пултаракан пин-пин ӳкерчӗк ҫинчен информаци пур.
Базӑра нумай вак-тӗвек ҫинчен информаци упранать: ӳкерчӗкпе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курнӑ, унта кама ӳкернӗ, хӑш вӑхӑтри лару-тӑрӑва ӳкерсе панӑ тата ытти те. Ҫапла майпа, ҫӗнӗ публикацисене хатӗрленӗ чухне кирлӗ ӳкерчӗксене хӑвӑрт тупма пулать.
Хушӑран эпир хӑш-пӗр ӳкерчӗксемпе усӑ курма ирӗк илетпӗр. Сӑмахран, пире «Вӑранӑр!» журналти статья валли Сатурн кӑшӑлне ӳкерсе пани кирлӗ. Пирӗн тӑвансем кирлӗ ӳкерчӗксем тупаҫҫӗ те вӗсен хуҫисенчен вӗсемпе усӑ курма ирӗк ыйтаҫҫӗ. Пирӗн пӗтӗм тӗнчипе пыракан ӗҫ питӗ кирлине йышӑнса, хӑш-пӗрисем укҫасӑрах усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Теприсем — тӳлеме е вӗсем ӳкерчӗкӗн авторне тата ӑна ӑҫтан илнине кӑтартма ссылка ҫырма ыйтаҫҫӗ. Ҫавсене пурне те тунӑ хыҫҫӑн ӳкерчӗксемпе публикацисенче усӑ кураҫҫӗ тата информацисен базине вырнаҫтараҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн хӑш-пӗр публикацисем пӗтӗмпех ӳкерчӗксенчен тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак сайтра «Библейские рассказы в картинках», ҫавӑн пекех «Турра итле» илемлӗ брошюра тата ыттисем те пур, вӗсем питӗ кирлӗ чӑнлӑхсем ҫинчен сӑмахсӑрах вӗрентеҫҫӗ, вӗсене пичетлесе те кӑлараҫҫӗ. Ҫак публикацисем, пирӗн пичетлесе кӑларнӑ ытти публикацисемпе электронлӑ кӑларӑмсем пекех, ҫынсене Библи ҫине тимлеттереҫҫӗ.