Тӗп матералсем патне куҫӑр

«Хурал башни» — унпа пӗр журнал та танлашаймасть

«Хурал башни» — унпа пӗр журнал та танлашаймасть

«Хурал башни» журналӑн тиражӗ тӗнчери кирек мӗнле журнал тиражӗнчен те ирттерет. Кашни кӑларӑмӑн тиражӗ 42 миллион ытла экземпляр. Иккӗмӗш вырӑнта «Вӑранӑр!» журнал, унӑн тиражӗ 41 миллион экземпляр. Ҫак икӗ журнала та Иегова Свидетелӗсем кӑлараҫҫӗ тата 236 ҫӗршывпа территорире салатаҫҫӗ.

Ытти кӑларӑмсем пирки вара мӗн калама пулать? Журналсем кӑларакансен ассоциацийӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, укҫалла тухса тӑракан журналсем хушшинче Америкӑри пенсионерсен ассоциацийӗ (ААРП) кӑларакан журнал АПШра пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, вӗсем ӑна 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем валли кӑлараҫҫӗ. Ҫав журналӑн тиражӗ 22,4 миллион ытла. Нимӗҫ чӗлхипе тухакан «АДАЦ Моторвельт» журналӑн вӑтам тиражӗ 14 миллион экземпляр патнелле ҫывхарать, китай чӗлхипе тухакан «Гуши хуэй» («Историсем») журналӑн тиражӗ вара 5,4 миллион экземпляр.

Хаҫатсене илсен вара, пӗрремӗш вырӑнта яппун чӗлхипе тухакан «Иомиури» хаҫат. Унӑн тиражӗ тӑтӑшах 10 миллион экземпляртан ирттерет.

Ытти публикацисемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсене питӗ нумай чӗлхене куҫараҫҫӗ. «Хурал башнине» 190 ытла чӗлхене куҫараҫҫӗ, «Вӑранӑр!» журнала вара — 80 ытла чӗлхене. Танлаштармашкӑн: «Ридерз дайджест» 21 чӗлхепе тухса тӑрать тата кашни ҫӗршыврах унӑн содержанийӗ пӗр пек мар.

Ҫавӑн пекех «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсем ҫакӑнта асӑннӑ журналсенчен тепӗр енчен те уйрӑлса тӑраҫҫӗ: вӗсене ҫынсем кӑмӑлтан панӑ укҫапа пичетлесе кӑлараҫҫӗ, вӗсенче реклама ҫук тата вӗсене укҫалла сутмаҫҫӗ, ахалех параҫҫӗ.

«Хурал башнин» тӗллевӗ — Библи мӗне вӗрентнине ӑнлантарса парасси, уйрӑмах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланине. Ҫак журнал 1879 ҫултанпа пӗр чарӑнми тухса тӑрать. «Вӑранӑр!» журналта тӗрлӗрен темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ, сӑмахран, ҫутҫанталӑкпа наука ҫинчен. Журналӑн тӗллевӗ Ҫут тӗнчене Пултаракана ӗненме пулӑшасси. Унта Библи пире пурнӑҫра мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен палӑртаҫҫӗ.