Уорвикра ҫутҫанталӑка тата тавралӑха хӳтӗлени
Нью-Йорк штатӗнче ялсем вырнаҫнӑ тӑрӑхра Стерлинг-Форест кӳлӗ (Кӑвак кӳлӗ) ҫывӑхӗнче Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленине тума пуҫланӑ. Ҫав хушӑрах Иегова Свидетелӗсем ҫав вырӑнти чӗрчунсемпе ӳсентӑрансене, ҫавӑн пекех вӗсем хӑнӑхнӑ условисене упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗнле майпа?
Строительство пыракан вырӑн йӗри-тавра Иегова Свидетелӗсем хӳме лартнӑ, вӑл йӑрӑмлӑ чашкӑракан ҫӗленсене, тимӗр шапасене унта кӗме чӑрмантарать, ҫапла майпа чӗрчун тӗнчине сиен пуласран сыхлать. Унта ӗҫлекенсем кулленех хӳме тӗрӗс-тӗкелех тӑнине тӗрӗслеҫҫӗ, ҫавна пула чӗрчунсем строительство пыракан вырӑна ун урлӑ каҫса кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗт вӗсене унтан тухма йывӑр пулать. Строительство вӗҫленсен хӳмене илме палӑртса хунӑ, ҫуртсем ҫывӑхӗнче чашкӑракан ҫӗленсене курсан вара, ятарласа вӗрентсе хатӗрленӗ ҫынсем вӗсене тытӗҫ те каялла хӑйсен вырӑнне кайса ярӗҫ.
Ҫак тӑрӑхра хӗвелтухӑҫ сиалийӗсем (Америкӑри юрлакан кайӑксен ӑрӑвӗ) йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Вӗҫен кайӑксене йӑва ҫавӑрнӑ вӑхӑтра хӑратас мар тесе, йывӑҫсем ҫинчи ҫимӗҫсене маларах, хӗллехи уйӑхсенчех татса пуҫтараҫҫӗ. Стройка вӗҫленсен кайӑксем ҫак вырӑнсене таврӑнччӑр тесе Свидетельсем шӑнкӑрч йӑвисем туса ҫакӗҫ.
Унсӑр пуҫне, Иегова Свидетелӗсем палӑртнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа март уйӑхӗ таранах тасатаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта пӗр ӳсентӑран (шлемник цельнолистный) вӑррисем ӳксе-акӑнса шӑтса тухма пултараҫҫӗ, ҫак ӳсентӑран вара пӗтсе пырать. 2007 ҫултанпа Уорвик таврашӗнче ҫак ӳсентӑрана пӗртте асӑрхаман пулсан та, Свидетельсем ҫав ҫӗр лаптӑкӗсене тасатсах тӑраҫҫӗ.
Строительство пыракан вырӑнпа юнашарах вырнаҫнӑ Стерлинг-Форест кӳлӗре шыв кайӑкӗсем, ҫавӑн пекех пулӑсем, тӗслӗхрен, форель, ҫӑрттан тата уланкӑ йышшисем питӗ нумай. Проект тӑвакансем кӳлле хӳтӗлес тесе строительство ӗҫӗсенче ҫутҫанталӑка сиен кӳмен меслетсемпе усӑ курма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри вӑл — ҫуртсем тӑррисенче ӳсентӑрансем лартса ӳстересси. Ҫавна пула ҫумӑр шывӗ сиенлӗ япаласенчен тасалать тата ҫурт тӑрринчен сахалрах шыв юхать. Ҫавӑн пекех Свидетельсем кӳлӗ таврашӗнче ӳсекен йывӑҫ-курӑка та пӑхсах тӑраҫҫӗ.
Ҫак ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ проекта хутшӑнакан пӗр Иегова Свидетелӗ акӑ мӗн калать: «Уорвикри экосистемӑна упрас-хӳтӗлес тесе ытларах плансем тума тата вӑхӑт уйӑрма тивес пулсан та, эпир ҫавна тума ҫирӗп шут тытнӑ».