Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ЮРӐ

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

(Матфей 26:26—30)

  1. 1. Эй, ырӑ Аттемӗр, Иегова,

    Сӑваплӑ каҫ ҫитрӗ те ак!

    Ӗмӗрсем каялла хӑвӑн ырӑлӑхна

    Кӑтартнӑ-ҫке эс уҫҫӑнах;

    Ҫав каҫ халӑхна эсӗ ҫӑлнӑ,

    Хӑтарнӑ путек юнӗпе.

    Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн юн тӑкнӑ Христос,

    Эс малтан каласа хунӑ пек.

  2. 2. Ак хӗрлӗ эрех, акӑ ҫӑкӑр —

    Каҫхи апатри символсем.

    Эс пире хӗрхенсе Ывӑлна панине

    Аса илтереҫҫӗ вӗсем.

    Ҫак каҫ ун ҫинчен шухӑшлатпӑр.

    Хаклатпӑр паха парнене —

    Пурнӑҫне панипе Ывӑлу ҫынсене

    Вилӗмрен тӳлесе илнине.

  3. 3. Эпир тем пекех пархатарлӑ —

    Пӗрле тав тӑватпӑр сана,

    Ҫав тери юратнишӗн мухтатпӑр чунтан

    Сана тата сан Ывӑлна.

    Христос йӗрӗпе ҫеҫ пымашкӑн

    Ҫак каҫ тӗреклеттӗр пире.

    Нихӑҫан вӗҫленми пурнӑҫа тивӗҫме

    Ҫирӗп пултӑрччӗ пирӗн чӗре.

(Ҫавӑн пекех Лука 22:14—20; 1 Кор. 11:23—26 пӑхӑр.)