Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ЮРӐ

Тав туса кӗлтуни

Тав туса кӗлтуни

(Псалом 94:2)

  1. 1. Эй Иегова, эпир пархатарлӑн

    Кӗлӗ туса мухтавлатпӑр сана.

    Хӑв иксӗлми ырлӑхна эс паратӑн

    Хӑвшӑн чунтан ӗҫлекен халӑхна.

    Халсӑр эпир, час-часах йӑнӑшатпӑр.

    Эс каҫарсам пирӗн ҫылӑхсене.

    Ырӑ Аттемӗр, эпир пит хаклатпӑр

    Эсӗ пире тӳлесе илнине.

  2. 2. Пит пысӑк тав юрату кӑтартнишӗн —

    Эсӗ ҫывхартрӑн пире хӑв патна.

    Туррӑмӑр, саншӑн кӑна ӗҫлемешкӗн

    Эс кӑтартса тӑр пире хӑв ҫулна.

    Ыр хыпара хӑрамасӑр сармашкӑн

    Хӑв сывлӑшна парса тӑнӑшӑн тав.

    Эсӗ йӑваш ҫынсене кӑмӑллатӑн.

    Пултӑр сана ӗмӗрех чыс-мухтав.

(Ҫавӑн пекех Пс. 64:3, 5, 12; Флп. 4:6 пӑхӑр.)