Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ЮРӐ

Хуйхӑраканӑн кӗлли

Хуйхӑраканӑн кӗлли

(Псалом 4:2)

  1. 1. Иегова, йӑлӑнса ыйтатӑп,

    ман кӗлле илтсем.

    Чӑтма ҫук чунӑм ыратать,

    пит йывӑр ман ҫӗклем.

    Пуҫра салхуллӑ шухӑшсем,

    ҫухалчӗ шанчӑк ман.

    Эй Туррӑм, ман хута кӗрсе,

    тархасшӑн, вӑй парсам.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс пулӑшсам чӑтса тӑма,

    Ҫирӗплетсем шанчӑкӑма.

    Эп тархаслап сана, Аттем,

    Ман ӑшӑма вӑй-хал кӗртсем.

  2. 2. Эп халсӑр чух лӑплантарать

    мана сан Сӑмаху.

    Ман тарӑн кӑмӑл-туйӑма

    пӗлет сан сывлӑшу.

    Аттеҫӗм, эсӗ ман ӗненӗве

    тӗреклетсем.

    Пӗлетӗп, юрату сан

    аслӑрах ман чӗререн.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс пулӑшсам чӑтса тӑма,

    Ҫирӗплетсем шанчӑкӑма.

    Эп тархаслап сана, Аттем,

    Ман ӑшӑма вӑй-хал кӗртсем.

(Ҫавӑн пекех Пс. 41:7; 118:28; 1 Иоанн 3:20; Рим 8:26; 2 Кор. 4:16 пӑхӑр.)